Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Икӗ Ваҫкӑ

Икӗ Ваҫкӑ

Икӗ пӗртӑван Пӗрремӗш Ваҫкӑпа Иккӗмӗш Ваҫкӑ (вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла чӗннӗ) чӑвашсен кӑнтӑр енчи тӑван кӗтесӗнчен тухса килнӗ тет. Нумай вӑхӑт хушши вӑрттӑн ҫуренӗ. Юлашкинчен Атӑлпа Сӗве хушшинчи пирӗн сӗм вӑрмана ҫитнӗ те кунта яланлӑх вырнаҫма шут тытнӑ.
Вӗсем вӑрманта шурлӑхӑн икӗ енчи пӗчӗк юхан шывсемхӗррине уйрӑмшарӑн, пӗр-пӗринчен пилӗк-ултӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, хуҫалӑх йӗркелесе янӑ. Хӑйсен тӗне кӗменнисен ячӗсене тӗне кӗнисен ячӗпе улӑштарнӑ. Аслине Пӗрремӗш Ваҫкӑ, кӗҫӗннине Иккӗмӗш Ваҫкӑ теме тытӑннӑ.
Вӗсем нумайччен саккун йӗркине пӗлмесӗр пурӑннӑ. Ҫав хушӑра вӗсенчен ялсем пуҫланса кайнӑ. Пиччӗшӗнчен тӑватӑ ял: Мӑньял, Шептак, Пашалукасси, Чаканар – чӑмӑртаннӑ.


Н.Г. Петровскин «На нашей нечерноземной земле»
ал ҫырӑвӗнчен илнӗ.
//ЧПГӐИ ӐА, II, 1918, 14 л.
Вырӑсларан Г.Ф. Юмарт куҫарнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-24 09:37:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1615 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем